| 11718 | Аҫуна-апуна хисепле, хӑнах ырӑ пулӗ. | Атте-анне — Ача-пӑча |
| 11714 | Аҫӳ-аннӳ ирӗкӗнчен тухакан пуҫне ҫухатнӑ. | Атте-анне — Ача-пӑча |
| 11723 | Ати-апай килӗнче ӗмӗр иртни сисӗнмест. | Атте-анне — Ача-пӑча |
| 11754 | Атте — ыраш хӑмӑлӗ, анне — унӑн кӑмӑлӗ. | Атте-анне — Ача-пӑча |
| 11749 | Атте вилчӗ — така пуҫ йолчӗ, анне вилчӗ — хушпу йолчӗ. | Атте-анне — Ача-пӑча |
| 11750 | Атте килӗнчине нимӗн те ҫитмест. | Атте-анне — Ача-пӑча |
| 11751 | Атте панче ырлӑх нумай, кун сахал теҫҫӗ. | Атте-анне — Ача-пӑча |
| 11752 | Атте патӗнчи пурҫӑн пурнӑҫ ҫичӗ ютри йӗтен пурнӑҫа ҫаврӑнать. | Атте-анне — Ача-пӑча |
| 11753 | Атте темиҫе те пур, анне пӗрех ҫеҫ. | Атте-анне — Ача-пӑча |
| 11724 | Атте-анне артакӗ — аркӑ ҫинче, ҫичӗ ют артакӗ — чӗн пушӑ. | Атте-анне — Ача-пӑча |
| 11725 | Атте-анне ахаль ятламасть. | Атте-анне — Ача-пӑча |
| 11726 | Атте-анне куҫҫулӗ ҫӗре ӳкмест. | Атте-анне — Ача-пӑча |
| 11727 | Атте-анне пехилӗ ҫитет теҫҫӗ. | Атте-анне — Ача-пӑча |
| 11728 | Атте-анне пил парӗ, Турӑ Пӳлӗх кун парӗ. | Атте-анне — Ача-пӑча |
| 11729 | Атте-анне пиллени Турӑ ҫырнипе тан. | Атте-анне — Ача-пӑча |
| 11730 | Атте-анне пиллӗхӗ ылтӑнран хаклӑ. | Атте-анне — Ача-пӑча |
| 11731 | Атте-анне пиртен тӑранмасть. | Атте-анне — Ача-пӑча |
| 11732 | Атте-анне пур ҫинче мӗн шухӑш пур пуҫ ҫинче. | Атте-анне — Ача-пӑча |
| 11734 | Атте-анне пур чухне — сутса ярас килет, ҫук чухне — укҫа парса илес килет. | Атте-анне — Ача-пӑча |
| 11733 | Атте-анне пур чухне кирек кама та пурӑнма аван. | Атте-анне — Ача-пӑча |
| 11735 | Атте-анне пур чухне усал-хаяр ҫӗнеймест. | Атте-анне — Ача-пӑча |
| 11736 | Атте-анне пурри — кил илемӗ. | Атте-анне — Ача-пӑча |
| 11737 | Атте-анне сӑмахӗ пӑсӑк мар. | Атте-анне — Ача-пӑча |
| 11738 | Атте-анне сӑмахӗ ҫӗре ан ӳктӗр. | Атте-анне — Ача-пӑча |
| 11739 | Атте-анне сӑмахне виличчен манма хушман теҫҫӗ. | Атте-анне — Ача-пӑча |
| 11740 | Атте-анне ҫийӗнче ӗмӗр вӑрӑм, кун кӗске. | Атте-анне — Ача-пӑча |
| 11741 | Атте-анне ҫинче ыр курни ӗмӗрлӗхе пырас ҫук. | Атте-анне — Ача-пӑча |
| 11742 | Атте-анне тӑван юн, арӑм анчах урӑх юн теҫҫӗ. | Атте-анне — Ача-пӑча |
| 11743 | Атте-анне халалӗ пин сумлӑх. | Атте-анне — Ача-пӑча |
| 11744 | Атте-анне ятне ан ҫӗрт. | Атте-анне — Ача-пӑча |
| 11745 | Атте-анне ятне ямасан ыр ҫын тесе ал парӗҫ. | Атте-анне — Ача-пӑча |
| 11746 | Атте-аннене курасси, курассинчен уйрӑласси. | Атте-анне — Ача-пӑча |
| 11747 | Атте-аннерен хакли никам та ҫук тӗнчере. | Атте-анне — Ача-пӑча |
| 11748 | Атте-аннерен хакли нимӗн те ҫук. | Атте-анне — Ача-пӑча |
| 11755 | Аттем-аннем ячӗпе патшасем чӗнеҫҫӗ хӑнана. | Атте-анне — Ача-пӑча |
| 11756 | Аттепе анне аса килсессӗн вӗҫсе ӳкесчӗ — ҫунат ҫук. | Атте-анне — Ача-пӑча |
| 11757 | Аттепе ҫичӗ ют пӗр канашлӑ. | Атте-анне — Ача-пӑча |
| 11758 | Аттепеле анненӗн килне тытма кӗҫӗнтен пуҫтарнӑ ӑс кирлӗ. | Атте-анне — Ача-пӑча |
| 11759 | Ахальлин амӑш вилнӗ. | Атте-анне — Ача-пӑча |
| 11760 | Ача вӑл пӗрре те нумай, саккӑр та сахал теҫҫӗ. | Атте-анне — Ача-пӑча |
| 11761 | Ача выляса ырмасть, кахал канса ырмасть. | Атте-анне — Ача-пӑча |
| 11762 | Ача кӑмпа мар, хӗлле те ҫуралать. | Атте-анне — Ача-пӑча |
| 11763 | Ача кулли пулас мар теҫҫӗ. | Атте-анне — Ача-пӑча |
| 11764 | Ача макӑрать, амӑшӗн кӑкӑрӗ ыратать. | Атте-анне — Ача-пӑча |
| 11766 | Ача нумай — терт нумай. | Атте-анне — Ача-пӑча |
| 11767 | Ача пӑхакан выҫса вилмен, йытӑ пӑхакан выҫса вилнӗ теҫҫӗ. | Атте-анне — Ача-пӑча |
| 11768 | Ача пӑхиччен чул касап теҫҫӗ. | Атте-анне — Ача-пӑча |
| 11769 | Ача пӑхса ӳстереҫси качака пӑхса ӳстересси мар. | Атте-анне — Ача-пӑча |
| 11793 | Ача пӑчана ху куҫ умӗнче тытнине ним те ҫитмест. | Атте-анне — Ача-пӑча |
| 11798 | Ача пӗчӗк чухне пӗчӗк хуйхӑ, пысӑклансан пысӑк хуйхӑ. | Атте-анне — Ача-пӑча |